Кãшнаруй культура ϛуртĕнче «Янра, янра чун шãнкãравĕ…» ятпа Надежда Силпин пултарулãх каϛĕ, кĕнекесен презентацийĕ иртрĕ.

Окт 1, 2022
Поделиться...

Кãшнаруй культура ϛуртĕнче «Янра, янра чун шãнкãравĕ…» ятпа
Надежда Силпин пултарулãх каϛĕ, кĕнекесен презентацийĕ иртрĕ.

Канаш тăрăхĕнче пултаруллã çынсем сахал мар. Вĕсем тĕрлĕ ĕçре ĕçлесе чапа тухнă, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă. Вĕсенчен пĕри – пирĕн ентешĕмĕр, Кãшнаруйĕнче ϛуралса ӳснĕ, паянхи кун кунтах тĕпленсех пурãнакан хисеплĕ те юратнã ϛыравϛã, сãвãϛ Раξξей ξыравξисен тата журналистсен пĕрлĕхĕн членĕ, Чãваш Республикин композиторсен ассоциаци членĕ, Чãваш халãх ãс- хакãлĕпе ўнер акадкмийĕн членĕ, Алексей Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕ, 1962 çулхи авãн уйãхĕн 3-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Надежда Силпи.

Надежда Никитична Кãшнаруйĕнчи 8 ϛул вĕренмелли тата Энтриялĕнчи вãтам шкулсенче пĕлӳ илнĕ, тавра курãма анлãлатнã. Биологипе хими, журналистика тата медицина енĕпе Чãваш Республикин тĕп хулинче Шупашкарти педагогика институчĕнче аслã пĕлӳ илнĕ. Поэзи илемлĕ тĕнчине шкулта вĕреннĕ чухнех кĕнĕ. Ачасем валли тата аслãраххисем валли сãвãсем ϛырать. Паянхи кун Çĕнĕ Шупашкар хулин, Канаш тата Шупашкар районĕсен историпе культрине упрас тата ãна пуянлатас енĕпе вãй хурать.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн указĕпе 2022 çул Чăваш Енре Паллă ентешсен çулталăкĕ . Ентешĕмĕр, Надежда Силпи те асãннã ϛулталãка пысãк ўсĕмсемпе, ĕϛсемпе кĕтсе илчĕ. Икĕ кĕнеке вулакансем патне илсе ϛитерчĕ. «Чечеклен, тãван ял» тата «Ḉẽршывᾱма мухтас килет» . Ку вẽр-ҫẽнẽ юрᾱсен пуххисем, шкул ачисем валли те, аслисем валли те усᾱллᾱ пуласса шанать Надежда Силпи.

 

Тус-юлташ çумра пулсан
Эс аван хăвна туян.
Пĕр-пĕрне çапла туйсан
Эс чăнах паян пуян!

Надежда Силпине саламлама сãввисене юрра хываканĕсем те, юррисене юрлаканĕсем те, Республикãри тĕп хуламãртан хãнасем те, ĕϛтешĕсем те , ϛывãх тãванĕсем те, ял – йыш та уява килсе ϛитнĕ. Уяв сцени ϛинчен юбиляр ячĕпе нумай çĕпĕç сãмахсем, илемлĕ юрã- кĕвĕ янãраса тãчĕ.

Надежда Никитична! Ḉуралнӑ кун ячӗпе ӑшшӑн саламласа хурҫӑран та ҫирӗп сывлӑх, инҫе ҫул пек вӑрӑм ӗмӗр сунатпӑр. Пурнӑҫри кашни утӑм ырлӑхпа, юратупа, ҫутӑ ӗмӗтсемпе тултӑр.